Республикӑри журналистсем Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗпе тӗл пулса калаҫнӑ.
Лидия Власова 19 ҫулта ӗҫе кӳлӗннӗ. Элӗк районӗнчи Ҫирӗккасси ялӗнче ҫуралнӑскер Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Атикасси шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пуҫласа шкул урати урлӑ ярса пуснӑ вунӑ хӗрачапа вунӑ арҫын ача хушшинче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулас шӑпӑрлан та пулнӑ. Пӗчӗк Олег Николаев математикӑна уйрӑмах аван ӑнланнине аса илнӗ Лидия Власова.
Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ халӗ Шупашкарти 48-мӗш шкулӑн Чантӑрти корпусӗнче ӗҫлет.
Элӗк районӗнче Прокопьев усламҫа контракта вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн штрафланӑ. Республика прокуратури ӑна 214,4 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Прокопьев усламҫӑ виҫӗ урамри ҫула (вӗсем виҫӗ ялта вырнаҫнӑ) юсама контракт илнӗ, анчах палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне объектсене туса ҫитереймен. Юсамалли урамсем Элӗк районӗнчи Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ.
Предпринимателӗн ҫулсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле пулнӑ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче прокуратура ӗҫченӗсем объектсене тӗрӗслеме персе ҫитнӗ, анчах ӗҫе вӗҫличчен чылай юлнине асӑрханӑ. Ҫапла май усламҫа РФ КоАПӗн 7.32-мӗш статьян 7-мӗш пайӗпе айӑпланӑ, урӑхла каласан, контрактпа палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама пултарайманшӑн. Ку вара юлашкинчен контракт хакӗн 5 проценчӗпе танлашакан штрафпа ҫаврӑннӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫченӗсем объектсенче килсе кайнӑ хыҫҫӑн унти ӗҫ хӑвӑртланнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Никольски – Етӗрне – Нурӑс» ҫул ҫинче чарӑнуран инҫех мар ҫын виллине тупнӑ. Полицейскисем вырӑна тӗрӗслесен «Шкода» машинӑн пайӗсене тупнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫав машина шӑпах ҫак ҫынна ҫапса хӑварнӑ та. Полицейскисем «перехват» планпа ӗҫленӗ, видеокамерӑсене пӑхнӑ.
Ҫул ҫинче тупнӑ хӗрарӑм 84 ҫулти кинемей пулнӑ. Вӑл – Элӗк районӗнчен, ҫав кун хӗрӗ патӗнчен тухса киле кайма тухнӑ.
Ҫак кинемее ҫапса хӑварма пултарнӑ водителе те тупнӑ. Вӑл – Йӗпреҫре пурӑнакан 44 ҫулти арҫын. Унӑн «Шкода» машини ҫинче сиенленнӗ йӗрсем пулнӑ. Анчах хальлӗхе ҫак арҫын айӑпне йышӑнмасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫунана ҫулла, урапана хӗлле хатӗрлемелле. Паян ҫакӑн пирки «Газпром межрегионгаз Чебоксары» организаци ертӳҫи Кияметдин Мифтахутдинов аса илтернӗ. Вӑл журналистсене пресс-конференцие пхнӑ. Унта газ укҫипе парӑмлисем пирки сӑмах хускатнӑ.
Ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен компани умӗнче парӑмлӑ тесе пӗлтерет пресс-конференцие хутшӑннӑ Валентина Багадерова журналист. Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсен тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче парӑм виҫи уйрӑмах пысӑк иккен.
Республикӑри икӗ шкулта вируслӑ пневмонипе чирлекенсем нумайланнӑ. Сӑмах – Шупашкарти 55-мӗш шкул тата Элӗк районӗнчи Вутлан шкулӗ пирки.
Вутланри пӗлӳ ҫуртӗнче пӗр класра икӗ ача вируслӑ пневмонипе чирленӗ. Роспотребнадзор ҫак шкулсенче тӗрӗслев ирттерме пуҫланӑ. Ведомство специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенче халӗ ОРВИпе, гриппа чирлекенсем те нумайланаҫҫӗ. Ҫавна май Роспотребнадзор хӑш-пӗр мерӑсем йышӑнма сӗнет. Тӗслӗхрен, класри ачасен 20 проценчӗ чирлесен унта вӗренӗве чарса лартмалла.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Севастополь хулинче чӑваш ҫыннине асӑнса хисеп хӑми уҫнӑ. Ҫав ятпа унта савӑнӑҫлӑ митинг иртнӗ. Хулари 10-мӗш гимназин ҫине вырнаҫтарнӑ мемориал хӑмине Чӑваш Енре ҫуралнӑ Мирон Ефимова халалланӑ. Вӑл — Совет Союзӗн Геройӗ.
Аса илтерер: Мирон Ефимович 1915 ҫулта Элӗк районӗнчи Самушка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи тата Элӗкри шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти педагогика институтне пӗтернӗ, учитель пулса ӗҫленӗ.
Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри ҫар авиаци училищинче вӗреннӗскер летчик-истребитель пулса тӑнӑ. Икӗ хут Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Совет Союзӗн Геройӗ» ят панӑ.
1961 ҫултан отставкӑна кайсан Мускав хулинче пурӑннӑ. Пурӑннӑ чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячӗпе палӑксем лартнӑ, 10-мӗш гимназие ун ячӗпе панӑ.
Элӗк районӗнче пурӑнакан Семеновсен ҫемйи пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи-2020» конкурсра палӑрнӑ.
Ӑмӑртӑва Йывӑрлӑха лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд тата РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви йӗркеленӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи хастар ҫемьесем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса «Манӑн ҫемье – манӑн Раҫҫей» девизпа йӗркеленӗ. Унта хутшӑнакансен пултарулӑхне пилӗк номинаципе: «Нумай ачаллӑ ҫемье», «Ҫамрӑк ҫемье», «Ял ҫемйи», «Ылтӑн ҫемье», «Йӑла-йӗркене упракан ҫемье» — хакланӑ.
«Ял ҫемйи» номинацире Григорийпе Светлана Семеновсем мала тухнӑ. 20 ҫул пӗрле пурӑнать йыш, нумай ача ӳстерет. Туса кил-йыш тӗрлӗ конкурса хутшӑнать.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Алкукасси ялӗ ҫывӑхӗнче пушар алхаснӑ. Унта 70 гектар ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫулӑма тӑватӑ техника сӳнтернӗ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав кунах кӑнтӑрла Елчӗк районӗнчи Кавал ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра та пушар пулнӑ. Унта вара ҫӳп-ҫап чӗртсе янӑ, ҫулӑм тин тырӑ вырнӑ уй ҫине куҫнӑ. Пӗтӗмпе ҫур гектар лаптӑк ҫуннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта та икӗ пушар пулнӑ. Тӗп хулара ҫӳп-ҫап ҫуннӑ.
Питӗр хулинчен Владивосток хулине чупса ҫитме палӑртакан чӑваш каччине, Максим Егорова, аякри чӑвашсем ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илеҫҫӗ. Иркутск тӑрӑхӗнчи Тайшет районӗнчи тӗлпулу ҫинчен Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Элӗк районӗнчи Татмӑшра ҫуралнӑ, Питӗрте аэродромсемпе вертодромсене ҫутӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен организацире инженерта тӑрӑшакан каччӑ ҫула кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне вӑл Владивостока чупса ҫитме ӗмӗтленнӗ. Кӑшӑлвирус инфекцийӗпе ҫыхӑннӑ чару мерисем Максима та кӑштах чӑрмав кӳнӗ. Апла пулин те каччӑ парӑнмасть. 5 пин ытла километр хыҫа хӑварнӑскер кунне 30 километртан пуҫласа 80 километр таран ҫӗнет. Ҫулта-йӗрте курни-илтнине дневникра ҫырса пырать. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсемпе тӗл пулса калаҫать.
Элӗк районӗнче типӗ курӑк ҫунтарни чутах инкекпе вӗҫленмен. Ҫулӑма 1 гектар ҫинчи улӑма тӗп тунӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тури Татмӑш ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑка чӗртсе янӑ. Анчах асӑрханулӑх техникине пӑхӑнманран ҫулӑм сарӑлнӑ, улӑма тӗп тунӑ.
Ҫав кунах Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Муркаш, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫуннӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1040 пушар тухнӑ. Инкексенче 32 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 47 ҫын суранланнӑ. 49 ҫынна ҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |